| 6632 | Кутӑн ҫуралнӑ ҫынна пуҫӑн тӑваймӑн. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6633 | Кутӑн ҫынна кутран лекет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6634 | Кутӑн ҫынна мул нумай. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6635 | Кутӑн ҫыннӑн кут усӑнать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6636 | Кутӑна кутӑн пуҫлӑхӗ, наяна наян пуҫлӑхӗ кутран вун икӗ вӗҫлӗ нухайккипе ҫаптарать теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6631 | Кутӑна пӗр сӑмах юраман. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6637 | Кутӑнӑн хӗвелӗ пуҫхӗрлӗ тухнӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6638 | Кутӑнӑн юрри те кутӑн. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6639 | Кутӑнланни кута тӑрӑнать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6628 | Кутне уҫса чуптусан та шӑтӑкне тӳрӗ килмерӗ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6640 | Майсӑр ҫынна кушак пӑхма та юраман тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6641 | Мӑнтӑрлансан йытти те йышне палламас. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6642 | Мутлӑ этем Мускава ҫитнӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6643 | Ниме юрӑхсӑр ҫынна ҫӳлти Турӑ ҫӑлас ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6645 | Пӗр иртехнӗ ҫыннӑн чаракӗ ҫук, ӗмӗтсӗр куҫӑн тӑранасси ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6644 | Пӗр юраймасан кутне уҫса чуптусан та юраймастӑн. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6646 | Пӗчӗк ҫын пысӑккине кӗвӗҫет, чухӑн ҫын — пуяннине. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6647 | Поҫа хорсан поҫ майлӑ, кота хорсан кот майлӑ теҫҫӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6648 | Пуҫсӑр ҫын пуҫлӑха тухать тенӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6649 | Пуҫтах этем пуҫне выляса янӑ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6650 | Пӳрне чӗрнесӗр мар, этем ҫилӗсӗр мар. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6651 | Пырать пире пыркая, хур амине аплах мар. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6652 | Семсӗр йытта пӑх нумай. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6653 | Сӗмсӗр пӳрменне ҫинӗ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6654 | Суйлакан Суйпике илнӗ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6655 | Суйлакан сурӑхӗ хӑлхасӑр пулнӑ. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6657 | Суйлакана — Суйпике, суйламанне — Туйпике. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6656 | Суйлакана суйланчӑкӗ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6658 | Суйлама пуҫличчен уйласа пӑх. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6659 | Суйлан йышне тупман. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6660 | Ҫӗрӗк ҫын ҫукшӑн та йӗрет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6661 | Ҫивӗч ҫынсем утнӑ чух ури ҫӗре тӗкӗнмест. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6662 | Ҫивчӗ ҫын ҫичӗ ҫынна тӑрать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6663 | Ҫилӗ кирек камӑн та пур, ӑна виҫеллӗ тытас пулать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6664 | Ҫилленекене ҫил кукли, юнтаракана юн кукли. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6665 | Ҫитмене тӗмен ҫитмен. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6666 | Ҫурмаккая ҫул такӑр. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6667 | Ҫын пуйнӑҫем хытса пырать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6668 | Ҫынсен ӗмӗтсӗрлӗхӗ кайӑксене кун памасть. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6669 | Тӗплӗ те йӗркеллӗ пул. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6670 | Тӗплӗн ашшӗ-амӑшӗ вилмен тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6671 | Тӗпсӗр ҫынна ӗрет ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6672 | Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6673 | Тӗпсӗр ҫынпа ӗрет ҫук. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6674 | Тӗпсӗре нимӗн те ҫитмен. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6675 | Тӗпсӗре тӗмен ҫитмен, салатакан ҫынна ним те ҫитмӗн. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6676 | Тӗпсӗре тӗмеске ҫитмен. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6677 | Тиркевсӗр ҫын вӑрӑм ӗмӗр пурӑнать. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6678 | Тиркекен тиркӗ ҫӑпала ӑшне кӗрсе ӳкнӗ тет. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |
| 6679 | Тиркекене тирек мунчали. | Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем |